Чи хӑрушӑ та юнлӑ ҫуй пулчӗ вӑл ахӑр,
Вӑхӑт витӗр паян та килет йывӑр ахрӑм,
Кӑн-кӑвак тӳпере явӑнать пек ҫӑхан.
Вилнисем, эсӗр куҫ умӗнчех ак тӑратӑр —
Мрамор палӑк ҫинче хушаматӑр та ятӑр:
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман...
Ҫӗнтерӳҫӗсем ҫитрӗҫ — телейлӗ те шавлӑ,
Куҫсӑр, сусӑр, чӑлах, кам урасӑр — туяллӑ.
Хисеппе чап ҫинчен ун чухне шутламан.
Юхӑнса ҫитнӗ хуҫалӑха ҫӗнетесшӗн
Тӑрӑшаҫҫӗ хӑйсемшӗн те пуҫ хунисемшӗн:
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман.
Юлашки вӑрҫӑ пулӗ тесе ӗмӗтленнӗ,
Малашне ырӑ ҫеҫ пуласса пит ӗненнӗ,
Усала тӗнчере имӗш вырӑн юлман.
Ҫук: паян ывӑл-мӑнукӗсем юн тӑкаҫҫӗ,
Вӗсене авалхи йӑлапа пытараҫҫӗ:
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман.
Шел, чакать кунсерен ҫӗнтерӳҫӗсен шучӗ —
Пӗтерет ватлӑх та манайми вӑрҫӑ вучӗ,
Эсӗр йӗрсӗр ҫапах ҫӗр ҫинчен ҫухалман.
Мучи-кинемейсем, яланах асра юлтӑр,
Ӗҫӗрпе ӗмӗре пыракан юрӑ пултӑр:
Никама та манман, нимӗн те манӑҫман.